Петр Петрович Хузанкай
(1907 - 1970)
П.П.Хузанкай родился 22 января 1907 года в с.Сиктерме Алькеевского района Республики Татарстан в семье крестьянина. Окончил школу второй ступени, учился в Чувашском педехникуме и Восточном пединституте в г.Казани. В 1957 году окончил Высшие литературные курсы при Союзе писателей СССР.
Работал секретарем редакции журнала «Сунтал», корреспондентом газеты «Коммунар». В годы Великой Отечественной войны в качестве рядового бойца и сотрудника дивизионных газет находился на фронте. Был тяжело ранен.
С его именем связаны рост и расцвет современной чувашской поэзии. Он обогатил литературу произведениями, наполненными глубокими раздумьями над прошлым, настоящим и будущим родного народа. Поэмы П.Хузанкая «Тăван çĕршыв», «Таня», роман в стихах «Аптраман тавраш» хорошо известны чувашским детям. Петру Хузанкаю принадлежат переводы на чувашский язык многих произведений русских и зарубежных классиков. Им переведены произведения и чувашских авторов на русский язык, в том числе К.Иванова и М.Сеспеля. П.Хузанкай известен и как автор литературно-критических работ, посвящен ных творчеству чувашских писателей. Гражданская и философская лирика поэта – яркий пример служения родному народу. За выдающиеся успехи в создании талантливых литературных произведений ему присвоено почетное звание народного поэта Чувашии в 1950 году. Поэт скончался 4 марта 1970 года в Чебоксарах.
(Подготовил Степанов Александр, 5 класс)
САМАНА. Тĕтĕмпе тĕтĕрен хура пÿртĕн Иртсе кайрĕ айван ĕмĕрĕ. Яла час урăхла илем кÿртĕн, Пÿрт ăшне урăх çутă кĕрĕ. Хăйчикки тахçанах хурамаччĕ, Хускалмасăр выртать вăл лаçра. Куçăхсан сиплекен кăмпа ÿчĕ Шанса ларчĕ ĕнтĕ лачăрах. Киремет хыçĕнче хурамаччĕ Йĕрĕхсем илешен мăн турат. Халь пĕри те унтан хăрамаççĕ, Иртнĕ чух пăрахмаççĕ нухрат. Шурăмпуç урăхла кăвакарчĕ, Хурçă майлă паян шурăмпуç. Çырупа улшăнать кĕтÿ карчĕ, Тутăхса çĕршĕнет сухапуç.
Уйсенче урăхла ут кĕçенĕ Каçăртса хăрăмланнă пуçне. Сÿсмен тивнĕ кĕсрен ÿт кĕсенĕ Тин тÿрленĕ вара ун чухне.
Çăвархланĕ çил-тăвăл хастарĕ, Хăй тĕллĕн кĕрлес çук шыв сикки. Пур вăя та этем пăхăнтарĕ, Пур хăватăн та пулĕ чикки. (1925)
|
«Тилли юррисем» ярăмран
Çĕр палăрми юр çăвать, Çур килет те юхтарать,- Çамрăк ĕмĕр çавăн пек.
Йывăç çине пас тытать, Çил тухать те вĕçтерет. Çамрăк ĕмĕр çавăн пек.
Çĕрле сывлăм шыв ÿкет, Ирхи хĕвел типĕтет. Çамрăк ĕмĕр çавăн пек. (1933-1940)
| |
|
| |
|
ВĂРМАНТА. Вырсарни кун, каннă кун Йĕлтĕр сырса тухрăм эп. Унтан кайрăм вăрмана Куртăм унта пакшана.
Хĕл сиввийĕ темех мар Уçăлмашкăн вăрманта, Шур шупăрлă хурăнсем Пуç таяççĕ пек мана.
Куртăм ватă юмана, Сывлăх сунтăм эп ăна. Кайăксем валли апат Хурса патăм сырăша.
Килĕр, çийĕр, кайăксем Тутă пулăр яланах! Каш кашлаччăр вăрмансем, Ĕмĕр пурăнччăр сывах! ЮМАН ПЕК ПУЛ!
Анне мана çуратсан Атте кайнă вăрмана. Илсе килнĕ виç юман Унтан лартнă пахчана.
- Юман пек эс пул патвар, Уссине çеç пар, ачам. Вĕренсе ыр çын пулсам, Аçу-аннÿне ан ман.
Кун хыççăн кун иртсе пырать, Сашук часах шкула каять. Вĕренÿре вăл тăрăшать, Унпа учитель мухтанать.
Пирĕн килтен инçех маар Ларать кашласа вăрман. Унта пуш вăхăт эп тупсан Пулатăп аттепе ялан.
«Ăслă çын пĕр тĕп касать, Пин йĕкел лартса тухать,- Тесе çырнă Хусанкай»,- Вĕрентет атте пĕрмай.
«Çут çанталăка сыхла, Чи хакли вăл пурнăçра. Çавăнпа та эс, ачам, Çывăх тусĕ ун пулсам». Степанов Александр 5 класс
|
переход на четвертую, пятую страницу